System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Чěрчунсем (1 класс) / МБДОУ "Детский сад №7 "Березка" г. Новочебоксарск / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

 

Заведующий
Сатушкина Светлана Викторовна
Сведения об образовательной организации.
Основные сведения.
Структура и органы управления образовательной организацией.
Документы.
Образование.
Образовательные стандарты.
Руководство.Педагогический (научно - педагогический) состав.
Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса.
Стипендии и иные виды материальной поддержки
Платные образовательные услуги.
Финансово-хозяйственная деятельность.
Вакантные места для приема (перевода).
Опыт Чувашии в образовании
Вакансии
Достижения.
Здоровейка
Кодекс профессиональной этики педагога ДОУ
Музыкальная палитра
Наша жизнь день за днем
О нас пишут! Нас показывают!
Волонтерское движение БерезаШефство
Детскому саду - 25 лет!
В учёные с детского сада.
Сказка развивает интеллект
Первичная профсоюзная организация
Профсоюзная жизнь.
Прием детей
Социальное партнерство
Странички педагогов
Ананьева Ангелина Михайловна
Андреева Ирина Викторовна
Бурлакова Ольга Николаевна
Вазанова Анастасия Владимировна
Васильева Людмила Петровна
Васильева Маргарита Витальевна
Владимирова Галина Александровна
Владимирова Жанна Олеговна
Горшкова Светлана Николаевна
Елисеева Светлана Тимофеевна
Ершова Анастасия Валерьевна
Кириллова Ольга Сергеевна
Королева Ираида Николаевна
Кочеткова Ольга Владимировна
Кулагина Светлана Юрьевна
Любимова Светлана Олеговна
Макарова Валентина Леонтьевна
Махмутова Людмила Петровна
Миронова Елена Константиновна
Нигиль Наталия Николаевна
Шумова Ирина Геннадьевна
Электронная библиотека для родителей
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Чěрчунсем (1 класс)

 

 Урок теми:   Чěрчунсем (учитель кайран çырать)

 Эпир паян сирěнпе мěн çинчен калаçǎпǎр-ха?

   Çак  ыйтǎва хуравлас тесен, сирěн çак примерсене шутламалла пулать. Хуравěсене кǎна çырса сǎмах вулатǎр .

 

     Доска çинче:             1    2     3     4    5    6     7    8

                                        ч     у    с     м    ě    н    е     р   

         

3-2                                     4+2                          «чěрчунсем» тесе тутасемпе пǎшǎл –

        3+2              4-1                                                       татса калатǎр.

9-1                                       9-2

2-1               6-2

        4-2  

 

          Доска çинче ÿкерчěк    «Вǎрман, кÿлě.»

Халě хамǎр ушкǎнпа пěрле ÿкернě ÿкерчěк çине пǎхатпǎр. Çав тери салхуллǎ. Мěншěн-ши? (Чěрчунсем çук.)

  Чěрчунсем шутне мěн-мěн кěрет, ачасем? (Хурт-кǎпшанкǎ, вěçен кайǎксем, тискер кайǎксем, пулǎсем.)

Халě хǎвǎр ěç урокěнче тунǎ чěрчунсене илетěр те çыпǎçтаратǎр. (клейпа – çилěмпе.)

       Кěнекисене уçатпǎр.  …. страницǎна тупатпǎр.

Чěрчунсен ушкǎнěсем пирки вуласа пěлетěр. (3 мин.) Хǎвǎр тěллěн вулатǎр.

Доска çинче:   Ушкǎн ячěсем         Урасен шучě, витěм

                  1. Тискер кайǎксем.        ( 4 ) ура,  (çǎм )

                  2. Вěçен кайǎксем.             ( 2 ) ура, (тěк).

                  3. Пулǎсем.                        ( -- çунатсем)  (хупǎ)

                  4. Хурт-кǎпшанкǎсем.      ( 6) ура.

                  5. Çěрти-шыври

                         чěрчунсем                    ( 4 ) ура, (çара)

                   6. Çěлен-калта.                 (  ) ура, (хупǎ)

Ачасен хуравě хыççǎн тин учитель  (  )  çырать.                     

               Çак ушкǎн ячěсене мěн тǎрǎх уйǎратпǎр?  (Миçе ура, кěлетки мěнпе витěннě.)

Физкультура саманчě:  куçěсене кантаратпǎр. Хыçалалла çаврǎнатпǎр.

Куçěсене хупрǎмǎр. Куçěсемпе выляса илетпěр --  уçса хупатпǎр. Халě пуçěсене пǎрмасǎр, юнашар сылтǎм енче тǎракан ача çине пǎхса илетпěр, куçěсем кǎна куçаççě, халě сулахайра тǎракан юлташ çине пǎхатпǎр,çÿлелле, аяла урай çине. Шǎппǎн ларатпǎр.

   Эпě валеçсе панǎ хут çинче кашни чěрчунсен ушкǎнěсем пирки  вуласа пěлетěр. Вулатпǎр.

      Виолетта – вěçен кайǎксем çинчен.

      Таня – пулǎсем çинчен.

      Ксюша – хурт-кǎпшанкǎсем çинчен.

     Катя, Алеша, Андрей – тискер кайǎксем çинчен.

 Вуланǎ хыççǎн.  Халě хǎвǎрǎн хитре куçсене кǎтартǎр-ха.

        Виолетта сана валли ыйту.

       Кайǎксене тěк мěн тума кирлě?

 Пур кайǎк та вěçет-и? (страус, пингвин )

   Таня – Пулǎ миçе çултине ǎçтан пěлетпěр?

 Кит – пулǎ-и е тискер кайǎк?

              Кит çав тери лайǎх илтет, çавна çын илтме пултараймасть, приборсемпе кǎна илтет.

      Кит пуçě çинче фонтан пек япала курнǎ-и?

 Кит сывласа кǎларать те пǎс курǎнать.

   Ксюша – Эрешмен – хурт-кǎпшанкǎ-и? (Çук. Унǎн 8 ура, 8куç, çунат çук. Эрешмен евěрлě ушкǎна кěрет.)

 Хурт-кǎпшанкǎсем: шǎна, вǎрǎм туна, нǎрǎ, лěпěш, пыл хурчě, кǎткǎ, пыйтǎ, хǎнкǎла, уяр, пǎван.)  Лěпěш çǎмарта тунǎ хыççǎн вилет.

   Тискер кайǎксем мěнлисем пулаççě?

 Тискер кайǎксенчен мěн вěçет? (çара çерçи – летучая мышь.)

Стена çинче (унта-кунта) тискер  кайǎксем,  вěçен кайǎксем, хурт-кǎпшанкǎсем…

   Аллисемпе вěçен кайǎксене, хурт-кǎпшанкǎсене,……  тěллесе кǎтартатпǎр.

  Мěнле чěрчунсем çук? – (пулǎсем)  Эпě ǎна кÿрентернě. Унǎн сасси çук. Хǎйěн çинчен ниепле те пěлтереймерě. Хǎмпǎ пур. Çак хǎмпǎ пуррипе пулǎ куçса ишсе çÿрет.

 Çěрти-шыври чěрчунсем тата çěлен-калта çинчен кěнекере çук.

  Çěрти-шыври чěрчунсем çинчен Ксюша каласа парать, вǎл хатěрленнě.

Çěлен-калта çинчен – Таня.

  Çěр çинче пулǎсем, вěçен кайǎксем, хурт-кǎпшанкǎсем нумайрах? (хурт-кǎпшанкǎ – 1 млн яхǎн тěсě)

 

4 -- пулǎсем

        8 – вěçен кайǎксем

        5 – хурт-кǎпшанкǎсем 

     

         Доска çинче         

           7+1-2-1=…   

       Доска çинче:    Вěçен кайǎксем – 9 пин

                                  Пулǎсем – 20 пин

                                  Тискер кайǎксем – 4 пин

                                  Çěрти-шыври чěрчунсем – 2 пин

                                  Çěлен-калта – 6 пин (учитель калать)

            

                 I

                                           мěн чухлě?

                II

 

      Çак даннǎйсем тǎрǎх задача тǎвǎр.

          Мěн чухлě нумайрах е сахалрах.

               Ачасем задача тǎваççě.

  -- Çак  чěрчунсем пирěн пата пулǎшу ыйтма килчěç. Хǎйсен тǎванěсене шыраççě.

  Доска çинче:   (Шǎши, шапа, тǎмана.)  

 Ачасенче – чěрчунсем. Доска патне пырса çыпǎçтараççě.

 Мěншěн вěсем тǎвансем? (Вěçен кайǎксен 2 ура, тěкпе витěннě.)

                                                   (Тискер кайǎксен 4 ура, çǎм пур.)

                                                (Çěрти-шыври чěрчунсен 4 ура, çара.)

Халě Чǎваш Республикин картти çине пǎхатпǎр.

 Чǎваш енре пурǎнакан чěрчунсене хǎваратǎр, ыттисене вара илетěр. (Пирěн патра пур: пǎчǎр, путене, ÿхě, куккук, çерçи, карǎк, кǎсǎя, кǎвакарчǎн, хурчка, чěкеç, ǎсан, çǎхан, ула курак, хура курак, чана, чакак       чěрěп, каюра, мулкач, хǎнтǎр, пакша, шǎши, арлан, кашкǎр, упа, ондатра, пǎсара, шашка, ǎтǎр, пурǎш, пǎши, хир сысни.)

  (Пирěн патра çук: Çурçěрти Пǎрлǎ океанра, Çурçěр полюсě – морж, тюлень, шурǎ упа.    Кǎнтǎр полюсě – кунта та сивě.   Антарктида  -- пингвин.)

 Çěре экватор икě пая пайлать: çурçěр тата кǎнтǎр полушарийě. Экватор икě енче ǎшǎ районсем вырнаçнǎ. Унта – слон, упǎте, крокодил, çěлен, павлин, зебра, носорог, арǎслан.)   

 Халě пěршерěн тухатпǎр та çак коробкǎна, хǎвǎра мěнле оценка лартрǎр, хуратǎр.

 Хěрлě      – 5

 Хура       -- 2      

 Киле кайсан атте-аннене мěн çинчен каласа паратǎр?

 Урокра мěн интереслине пěлтěр?

               (Эпě аннене каласа паратǎп, вěçен кайǎксем тěксěр       пурǎнаймаççě, м. т. вěсене хěлле сивě.

 Жирафсем, слонсем тǎрса çывǎраççě, сахал çывǎраççě.

  Пингвинсен ашшě çǎмарта илсе хырǎм айне çу пухǎннǎ çěре хурать те чěппи тухиччен 2 уйǎх хушши ним çимесěр, ниçта тапранмасǎр тǎрать.

  Страус хǎрушлǎх сиссен тармасть, хǎй хирěç чупать.)

                

 

 

 

Çěрти-шыври чěрчунсен шутне шапасем (лягушка), тритонсем, çěр шаписем (жаба) кěреççě. Вěсен 4 ура, 5-шер вěçлě. Нумайǎшě çěр çинче пурǎнаççě, хǎйсем вара шывра аталанаççě. Шывра пурǎнакансем ÿт витěр сывлаççě. Вěсен ÿчě çара. Çěр çинче пурǎннǎ чух ÿпке пулǎшнипе сывлаççě.

   Шапасен кěлетки кěске, сарлака, хÿресěр. Вěсен хыçалти урисем вǎрǎм, малти урисемпе танлаштарсан вǎйлǎрах. Çавǎнпа та хыçалти урисем пуррипе вǎйлǎ сикеççě.

    Тритонсен кěлетки вǎрǎм, хÿрепе.

    Çěрти-шыври чěрчунсем ытларах пěвесенче, кÿлěсенче пурǎнаççě. Тритонсем çуркунне тата çу пуçламǎшěнче шывра пурǎнаççě, ытти вǎхǎта вара вǎрмансенче, парксенче, садсенче пурǎнса ирттереççě.

 Çěрти-шыври чěрчунсем пěве, кÿлě тěпěсенче хěл каçаççě.

  Вěсен икě куç тулалла тухса тǎрать. Пулǎсемпе танлаштарсан, вěсен куç хупанкисем пур. Куçа таса мар кěрсе каясран сыхлаççě.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Çěлен-калтасен шутне калтасем, çěленсем, тимěр шапасем – черепаха, крокодилсем кěреççě.

Вěсем çěр çинче ытларах пурǎнаççě, çěрти-шыври чěрчунсем пек шывра аталанмаççě. Крокодилсем, хǎшпěр тимěр шапасем кǎна шывра пурǎнаççě.

   Калтасене садсенче, вǎрмансенче тěл пулма пулать. Çěлен-калтасем ытларахашě хǎйǎрлǎ вырǎнсенче, ǎшǎ çěрте пурǎнаççě. Вěсен кěлетки вǎрǎм. Хупǎпа витěннě. Çак хупǎ шыв тытса тǎрать, çавǎнпа та вěсем типě çěрте пурǎнма пултараççě. Вǎхǎт çитсен хǎйсемех хуппине сÿсе пǎрахаççě.

     Тимěр шапан кěлетки вара çаврака, тимěр тумпа – панцирьпе витěннě.

    Çěлен-калтасен те куç хупанкисем пур. Куçа сусǎртасран, таса мар лекесрен сыхлаççě. Çěлен-калтасем ÿт витěр сывламаççě, вěсен ÿпке пур. 

    Крокодилсен, калтасен, тимěр шапасен 4 ура, куç хупанки пур. Çěленсен ура çук, куç хупанки те çук.

        Çынсем крокодил, çěлен, калта тирěнчен портфель, чемодан, пиçиххи тǎваççě. Çěлен наркǎмǎшěнчен эмел тǎваççě.

    

 

.
Территория ДОУ
От Фрёбеля до робота
г.Новочебоксарск Чувашской Республики
.
Наша группа в контакте.
Детские сады Новочебоксарска
Национальный проект «Образование».
Муниципальный инновационный социально-значимый проект "Будущих родителей растим с детства."
Независимая оценка качества образования
Новочебоксарская городская организация профсоюза работников народного образования и науки РФ
Обучающий фильм для детей "Осторожно, опасность!"
Общественный контроль.
Отдел образования администрации города Новочебоксарска
Уполномоченный по правам ребенка в Чувашской Республике
Регистрация в системе НАВИГАТОР
СТОП КОРОНАВИРУС!
Питание в детском саду
Новости
Реквизиты
<Июль 2021>
ПнВтСрЧтПтСбВс
2829301234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930311
2345678
Rambler's Top100 TopList